Чӑваш Енре тӑватӑ «хура реилтора» тытса чарнӑ. Вӗсем куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ преступленисем тунӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
ЧР ШӖМӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, «хура риелторсем» ӗҫкӗҫсемпе, ӑнман ҫемьесемпе ӗҫленӗ, вӗсене шӑнман пӑр ҫине лартса янӑ. Хайхискерсем ҫавсене кӑштах укҫа панӑ, унтан темӗнле документсене алӑ пусма ытнӑ. Лешсем ним пирки те шухӑшламан – хушнине пурнӑҫланӑ. Алӑ пуснӑ хыҫҫӑн хваттер е пӳлӗм «хура риелторсен» аллине куҫнӑ.
Пурӑнмалли кӗтессӗр тӑрса юлнӑ ҫынсем суда ҫитнӗ, анчах вӗсен тавӑҫне тивӗҫтермен. Халӗ ҫав тӑватӑ ҫын ҫакнашкал 16 преступлени тунине ҫирӗплетнӗ. Вӗсем ҫынсене пӗтӗмпе 8 миллион тенкӗлӗх улталанӑ. «Хура риелторсене» арестленӗ. Вӗсенчен шар курнӑ ҫынсем вара полицие пырса пулӑшу ыйтаҫҫӗ.