Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Японин Раҫҫей Федерацийӗнчи Чрезвычайлӑ тата Полномочиллӗ Посолӗ Кодзуки Тоёхиса йыхравланипе Япони Императорӗ ҫуралнӑ кунне халалласа ирттернӗ пулӑма хутшӑннӑ. Уяв ӗнер, раштав уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, иртнӗ.
«Раҫҫей – вӑйлӑ ҫӗршыв! Эпир пӗр-пӗрин хушшинче ӗҫлӗ ҫыхӑнусене Правительство шайӗнче кӑна тытса йӗркелесе пымастпӑр, регионсен тытӑмӗнче те ҫирӗппӗн вӑй илтерме тӑрӑшатпӑр. Паян пирӗн тӗлпулӑва Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Васильевич Игнатьев господин тата Чӗмпӗр облаҫӗн губернаторӗ Сергей Иванович Морозов господин ҫитнӗ», — тесе паллаштарнӑ пухӑннисене Японин Раҫҫейри Чрезвычайлӑ тата Полномочиллӗ пайташӗ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паян хыпарланӑ.