Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер хула ҫыннисемпе «тӳрӗ лини» ирттернӗ. Халӑха мӗн пӑшӑрхантарнӑ-ха?
Шупашкарти Ленин Комсомолӗн урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнакан ҫынсем лифт мӗнле ӗҫленипе кӑмӑлсӑр-мӗн. Палӑртмалла: ҫынсем унта Богдан Хмельницкий урамӗнчи авариллӗ ҫуртран куҫнӑ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, управляющи компанийӗ лифта сехетсерен ӗҫлеттернӗшӗн укҫа пухать. Алексей Ладыков ку ыйтӑва тишкерме, сӑнаса тӑма шантарнӑ.
Сӑмах май, ҫынсене авариллӗ ҫуртсенчен куҫарас программӑн тӑваттӑмӗш тапхӑрӗ юпа уйӑхӗнче вӗҫленнӗ. Кивӗ ҫуртсенче пурӑнакансем валли Богдан Хмельницкий, Париж Коммунин, Магницки, Соляное урамӗсенче ҫӗнӗ кӗтес уйӑрнӑ. Унта 900 ытла ҫемье пурӑнма куҫнӑ.