Чӑваш Енре «Пиротехника» операци иртереҫҫӗ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви тата республикӑри ШӖМ ӗҫченӗсем пиротехника сарнӑ, усӑ курнӑ тата сутнӑ чухне йӗркене пӑсакансене палӑртассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Самантлӑх киленӳ хакла ларма пултарать: ача-пӑча кӑна мар, аслисем те салют тата ытти ҫавӑн йышши хатӗр-хӗтӗрпе шар кураҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пиротехника ямалли ятарлӑ вырӑнсене палӑртнӑ. Ун валли 56 лапам уйӑрнӑ. Вӗсем ӑҫтине пӗлес тесен Шупашкар хула администрацийӗн сайтне пӑхмалла.
Тавар туяниччен продукци пахалӑхӗ ҫинчен калакан сертификата ыйтма сӗнеҫҫӗ.
Салют таврашне хваттерсенче тата пӳртре, газ, нефть пӑрӑхӗсем, чукун ҫул ҫывӑхӗнче, пысӑк вольтлӑ электролини кайнӑ ҫӗрте, ҫивитти ҫине хӑпарса, балконтан тата ытти хӑш-пӗр вырӑнта сирпӗтме юрамасть.
Йӗркене пӑсакан уйрӑм ҫынсене 3, должноҫри ҫынсене 15, предприяти-организацисене 200 пин тенкӗ таран штрафлама юрать.