Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Халӑх Константин Яковлевах хӑварас терӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 27.10.2011 09:52 | 1995 хут пӑхнӑ

Ӗнер, юпан 26-мӗшӗнче, Хусанта Тутарстанри чӑвашсен культурӑпа наци автономийӗн черетлӗ саккӑрмӗш отчетпа суйлав пухӑвӗ иртрӗ. Унӑн тӗп пӗтӗмлетӗвӗ — ҫак наци автономие малашне ертсе пыма Константин Яковлевах хӑварчӗҫ.

Тутарстанри чӑвашсен наципе культура автономийӗн отчетпа суйлавпа пухӑвӗ икӗ ҫулта пӗрре иртет. Хальхинчи мероприятие пурӗ 225 делегат килсе ҫитнӗччӗ — республикӑн кашни районӗнчен, кашни кӗтесӗнчен.

Чи малтанах сӑмах министерствӑсенчен килнӗ ҫынсем илчӗҫ — Чӑвашран килнӗ Краснов Михаил Николаевич наципе культура автономийӗсем пирки кӗскен каласа пачӗ. Чӑваш енри культура ӗҫӗсен епле пыни пирки кӗскен чарӑнса тӑчӗ. Ун хыҫҫӑн тухса калаҫнӑ Владимиров Николай Михайлович (Тутарстан халӑхӗсен ассамблейин ӗҫтӑвком ертӳҫи) вара пирӗнпе кӳршӗллӗ республикӑра тӗрлӗ халӑхсен автономийӗсем епле ӗҫлени ҫинчен сӑмах хушрӗ. Тутарстанра 115 тӗрлӗ халӑх пурӑнать иккен. Наципе культура автономийӗсем те чылай. Вӗсенчен чӑвашсен ушкӑнӗ чи хастар ӗҫлекеннисен шутӗнче, ун ӗҫне ыттисем тӗслӗх пек кураҫҫӗ терӗ.

Малалла Константин Геннадьевич Яковлев 10 ҫул хушшинче тунӑ ӗҫсем пирки отчет турӗ. Хут ҫинчен вуламарӗ, хӑй сӑмахӗпе каласа пачӗ. Унӑн ӗҫне хурласа ҫыракансене хуравлама тӑрӑшрӗ. Уявсем пирки те, шкулсем пирки те, спорт аталанӑвӗ пирки те.

Кӑҫал тутарти чӑвашсем ҫӗнӗ медаль йӗркеленӗ иккен — Петӗр Хусанкай ячӗллине. Константин Яковлев чи пӗрремӗш виҫӗ медальпе ҫак пухура чысларӗ. Чи малтанах тутар халӑх сӑвӑҫине Ренат Хариса пачӗҫ. Председатель аллинчен ҫак медале ҫавӑн пекех Козлов Виталий Николаевичпа Вирьялов Владимир Григорьевич илме тивӗҫ пулчӗҫ.

Медальсем пирки каласан Константин Яковлева хӑйне те чысларӗҫ — Юхма Мишши ӑна И.Я. Яковлев ячӗллӗ медальпе чыс турӗ.

Отчета тишкерсе тухнӑ хыҫҫӑн, резолюцин тӗп шӑнарне пӗлтернӗ хыҫҫӑн суйлав иртрӗ. Икӗ кандидата тӑратрӗҫ — хальхи вӑхӑтра председатель вырӑнне йышӑнакан Константин Яковлева тата «Сувар» хаҫат редакторне Константин Малышева. Делегатсем ытларах пайӗпе Константин Яковлевах хӑварах терӗҫ. Паллах, ӗҫе лайӑх туса пыракана улаштарас та килмерӗ ӗнтӗ вӗсен.

 

Сӑнсем (58)

#пухусем, #Тутарстан, #чӑвашсем, #Хусан

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем