Ӗнер, раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Муркаш районӗнчи Сидукасси ялӗ патӗнче ҫын вилмелле инкек пулнӑ. Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, полици ӗҫченӗ «Фольксваген» автомобильпе пынӑ чух «Ситукасси ялӗ» общество чарӑнӑвӗ патӗнче хӗрарӑм ҫине пырса кӗнӗ. Пакунлӑ ҫын шар кӑтартнӑ 54-ри хӗрарӑм ҫавӑнтах вилнӗ.
Инкек каҫхи ултӑ сехет тӗлӗнче пулнӑ. Машина пырса ҫапнипе куҫне хупни Ситуккасси ялӗнче пурӑннӑ. Руль умӗнче полицейски ҫав вӑхӑтра ӗҫпе ҫула тухманни паллӑ. Йӗрке хуралҫи авари вырӑнӗнчен тапса сикмен.
Инкек тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн иеспубликӑри управленийӗн тӗпчевҫисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Шалти ӗҫсен министерствин яваплӑ специалисчӗсем те ку факта тӗрӗслеҫҫӗ.