Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Швеци программисчӗ куҫарури «вырӑс почтин» витӗмӗ пирки пуҫ ватать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.12.2017 09:37 | 2215 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Халӑх сечӗсенчен пӗринче Швецире программистра ӗҫлесе пурӑнакан, Калининградра ҫуралнӑ, пӗчӗк чух вырӑсла калаҫнӑ пулин те каярах чӑвашла вӗренсе чӑвашлӑхшӑн сӑ ахпа мар, ӗҫпе ҫунакан Анатолий Миронов Ева Лисина чӑваш ача-пӑча литератури пирки шухӑшлакан видео пирки хӑйӗн шухӑшӗпе пӗлтернипе кӑсӑкланса паллашрӑм.

Ева Лисинӑна питӗ хисепленине палӑртнӑ вӑл, анчах: «Чӑваш чӗлхиллӗ литература кал-кал пулманни пирки килӗшместӗп», — тесе ҫырнӑ вӑл.

Сӑмах май, вӑхӑтӗнче Анатолий шӗвет журналӗнче Ева Лисинӑн «Ҫӑкӑр чӗлли» калавне вуланине, хайлав «ӑша кӗрсе» ларнине, ҫӗньялсен шӑпи ҫинчен «нумайччен, макӑриччен» шутланине аса илнӗ. Кӑҫал Ева Лисинӑн кӗнеки шӗветле тухнине те пӗлтернӗ. Куҫаруҫи, Микаэль Нӳдаль, Анатолие Ева Лисинӑн кӗнекине парнеленӗ. Ева Лисинӑн пултарулӑхне шӗветле чӑвашларан мар, вырӑсларан — вырӑс чӗлхи урлӑ — куҫарнӑ иккен.

Чӑваш чӗлхи вылякан чӗлхе, вырӑс чӗлхи кал-кал пыракан чӗлхе, куҫарсан хӑш чухне нимӗн те юлмасть тесе шухӑшлать иккен Ева Лисина.

Анатолий Миронов шӗветсен «Вырӑс почти» ача-пӑча вӑййине аса илнӗ. Сӑмах май, эпир те, чӑваш ачисем, пӗчӗк чухне ун пек выляттӑмӑр. Ҫӗмӗрӗлчӗк телефон тетӗмӗр ӑна. Сӑмах мӗн пирки пынине вулакан тавҫӑрчӗ пулӗ: сӑмаха мӗн чухлӗ ҫын урлӑ ытларах ҫитеретӗн, вӑл ҫавӑн чухлӗ ылмашса каять.

«Пирӗн чӑваш литературине тӳрех куҫарсассӑн пач урӑхларах пулӗччӗ. Пирӗн чӗлхе те тӗнче чӗлхи. Пирӗн «почта» урлӑ ямалла мар анчах», палӑртать шухӑшне Швецире пурӑнакан хастар.

#куҫаруҫӑсем, #ҫыравҫӑсем, #литература, #культура, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #Швеци, #Калининград

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-45648426_6088
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1066.37.9482
2018.01.25 08:52
Agabazar
Вырăсла текстне Ева Лисина хăй хатĕрленĕ пулсан, ку йĕркеллĕ япала.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем