Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: III Пуху халӑх корреспонденчӗсене пуҫтарчӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 30.10.2011 19:20 | 1350 хут пӑхнӑ

Юпан 28-мӗшӗнче Пичет ҫуртӗнче «Хыпар» Издательство ҫурчӗн общество корреспонденчӗсен III Пухӑвӗ иртрӗ. Ӑна «Хыпар» хаҫат тухма пуҫланӑранпа кӑҫалхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче — 105, вӑл хӑйӗн ятне тепӗр хут тавӑрнӑранпа ҫурлан 31-мӗшӗнче 20 ҫул ҫитнине халалланӑ. Хаҫатӑн общество корреспонденчӗсем 250 ҫынна яхӑн. Съезда Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Михаил Михайловский, Культура министрӗ Роза Лизакова, Чӑвашпотребсоюзӑн ертӳҫи Валерий Павлов тата ыттисем хутшӑнчӗҫ.

Чи малтан «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев сӑмах каларӗ. Вӑл пухӑннисене съезда килеймен корреспондентсен саламлӑ телеграммисене вуласа пачӗ, хаҫат пирки кӗскен чаранса тӑчӗ.

Республика хаҫачӗн ӗҫченӗсене, унпа ҫыхӑну тытакансене Чӑваш Республикин Элтеперӗ Михаил Игнатьев саламларӗ. Михаил Васильевич «Хыпар» хаҫат ушкӑнне пичете аталантарас тата культурӑпа ҫутлӑх ӗҫ-хӗлӗнчи хастарлӑхшӑн РФ Президенчӗн Дмитрий Медведевӑн Тав хучӗпе чысларӗ.

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Михаил Михайловский хаҫат редакцине «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Хисеп хучӗпе чысларӗ. Патшалӑх Канашӗн Хисеп хутне «Хыпар» хаҫатӑн техника редакторӗ Геннадий Федотов тата Ревокат Моисеев общество корреспонденчӗ тивӗҫрӗҫ. Вӗсене Михаил Алексеевич пичет ӗҫӗнче нумай ҫул тухӑҫлӑ вӑй хунӑшӑн наградӑларӗ. Геннадий Степанович ҫавӑн пекех Чӑваш наци конгресӗн Председателӗ Геннадий Архипов Хисеп хутне тивӗҫрӗ. Никита Ларионов общество корреспонденчӗ те ЧНК хисепне тивӗҫрӗ. Редакцие Чӑвашпотребсоюз Канашӗн председателӗ Валерий Павлов потребкоопераци аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Центросоюзӑн пысӑк наградипе — орденпа — чысларӗ.

Н.В.Никольский ячӗллӗ педколледж директорӗ Валерий Сапожников, Анатолий Кипеч ҫыравҫӑ, Виталий Станьял ӑсчах тата ыттисем сӑмах каларӗҫ, малашне те хаҫатпа тачӑ ҫыхӑну тытма шантарчӗҫ.

«Хыпар» Издательство ҫурчӗн» директорӗ — тӗп редакторӗ Алексей Леонтьев общество корреспонденчӗсен пӗр ушкӑнне «Хыпар» Издательство ҫурчӗн» Тав ҫырӑвӗпе чысларӗ. Ҫавсен йышӗнче: Владимир Егоров (Элӗк районӗ), Лилия Петрова (Етӗрне районӗ), Валерий Чайкин (Тӑвай районӗ), Николай Михайлов (Вӑрмар районӗ), Григорий Скворцов (Вӑрнар районӗ), Валентина Яковлева (Патӑрьел районӗ), Николай Ершов (Красноармейски районӗ), Роман Чепунов (Шупашкар районӗ), Александр Вишневский (Шупашкар), Алевтина Нестерова (Шупашкар), Николай Розов (Чӗмпӗр), Иван Тарасов (Пушкӑртстан, Ӗпхӳ), Геронтий Никифоров (Шупашкар), Геннадий Юмарт (Шупашкар).

Юлашкинчен «Хыпар» Издательство ҫурчӗн общество корреспонденчӗсен III Пухӑвӗн делегачӗсем патшалӑх влаҫӗн органӗсене, «Раҫҫей почти» ФПУПа, чӑваш наци интеллигенцине, Чӑваш наци конгресне, Раҫҫей регионӗсенчи чӑваш наци культура автономийӗсен ертӳҫисене, вулакансене культурӑпа ӑс-хакӑла, тӑван чӗлхене сыхласа хӑварма, аталантарма Чӗнсе каланине йышӑнчӗҫ.

#пухусем, #хаҫатсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем