Юпан 29-мӗшӗнче Шупашкарта Трактор историйӗн музейӗ уҫӑлчӗ. Вӑл Раҫҫейре официаллӑ йӗркепе шута илнӗ пӗрремӗш музей шутланать. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин ют ҫӗршыв ӗҫӗсен комитечӗн председателӗ Константин Косачев, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхӗ Михаил Михайловский хутшӑнчӗҫ.
Республика тӗп хулишӗн музей уҫӑлни чӑн-чӑн уяв пулчӗ. Кӑнтӑрла тӗлне Шупашкарти агрегат завочӗн клубе умӗнче культурӑпа кану программи пуҫланчӗ, «Аталану парадӗнче» иртнӗ ӗмӗрти тата ку чухнехи техникӑна кӑтартрӗҫ.
«Ҫак музей чӑваш халӑх культурине пуянлатать. Мӗншӗн тесен ӑс-хакӑл пуянлӑхне, халӑх пурлӑхне упраса хӑвараймасан — малашлӑх ҫук», — терӗ Чӑваш Ен ертӳҫи трактор историйӗн музейне уҫнӑ ҫӗре пухӑннисене саламланӑ май.
«Музее никӗслекенсене тав тӑватӑп. Раҫҫейри трактор тӑвас ӗҫ историйӗ пуян, вӑл ҫамрӑксене ҫитӗнӳ тума хавхалантарӗ» — тесе ҫырчӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ хӑнасен кӗнекинче.