Краснодар крайӗнчен килнӗ юмӑҫ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑмӑн ырӑ кӑмӑллӑхӗпе, ҫынна шаннипе усӑ курнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл пирӗн ентешрен 4 миллион тенке яхӑн «хӑйпӑтса» илнӗ.
«Юмӑҫ» Шупашкарта хваттер тара тытнӑ. Хӑй авалхи сиплевҫӗсен йӑхӗнчен пулнине ӗнентерсе пӗлтерӳ панӑ. Унӑн «пулӑшӑвӗпе» 44 ҫулти хӗрарӑм усӑ курма шухӑшланӑ. «Юмӑҫ» унӑн ывӑлне сыватма, йӑхри ылхана сирме шантарнӑ. Шупашкар хӗрарӑмӗ ӑна ӗненнӗ, пысӑк укҫа тыттарнӑ. Лешӗ нухрат илсенех йӗп пек ҫухалнӑ.
Суя юмӑҫа Краснодар крайӗнче тытса чарнӑ та Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, вӑл шар курнӑ ҫыннӑн тӑкакне саплаштарма шантарнӑ.
Ҫак «юмӑҫ» ытти ӗҫпе те явӑҫман-и? Ҫакна полицейскисем тӗрӗслеҫҫӗ.