Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Чутай музейне йӗркелекен ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Зотова 11.01.2018 20:04 | 2327 хут пӑхнӑ
Персона
Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский
Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский

Хӗрлӗ Чутай район историйӗнче ырӑ йӗр хӑварнӑ паллӑ та сумлӑ ҫынсен ячӗсем сахал мар. Вӗсенчен пӗри — Шорово ялти хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ Валериан Григорьевич Толстов-Атнарский. Кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Толстов-Атнарский — СССР журналисчӗсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, Халӑха вӗрентес ӗҫӗн отличникӗ (1965), Крал Хлмец хулин хисеплӗ гражданинӗ (Чехословаки, 1969), Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1987), Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ (1997).

Валериан Толстов Тихӑнушкӑнь, Хурашаш, Хӗрлӗ Чутай шкулӗсенче вӗреннӗ, Шупашкарти Николаев Хури ячӗллӗ педагогика техникумне вӗренме кӗнӗ, анчах та унта 1931 ҫулта ял хуҫалӑх институтне йӗркелеме пуҫланӑ, техникума Ҫӗрпӗве куҫарнӑ, Валерианӑн Ҫӗрпӳри педагогика техникумне вӗҫлеме тивнӗ. 1933-мӗш ҫултанпа унӑн тӗрлӗ шкулсенче ӗҫлеме тивнӗ, ҫав шутра 1940-мӗш ҫулхи нарӑспа 1942-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗччен Штанашри вӑтам шкулта географипе биологи, геологипе минеорологи предмечӗсене вӗрентнӗ. Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлесе Румыни, Венгри, Чехословаки, Польша ҫӗрӗсене ирӗке кӑларассишӗн ҫапӑҫнӑ, Ҫӗнтерӗве Германире кӗтсе илнӗ, 1945 ҫулта ӑна 3-мӗш степеньлӗ Мухтав орденӗпе, чылай медальпе наградӑланӑ, 1985 ҫулта — Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫин орденӗпе.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн каллех ҫара кайиччен маларах ӗҫленӗ Штанашри вӑтам шкула таврӑннӑ. Унтан Мӑн Хӑмаркка шкул директорӗнче, 1948–1951 ҫулсенче каллех Штанашри шкулта географи вӗрентекенӗнче вӑй хурать. В. Толстов Мускаври В.И.Ленин ячӗллӗ пединститут пӗтернӗ.

1977 ҫулта Хӗрлӗ Чутайра халӑх музейне уҫма йышӑннӑ. Район историйӗпе ҫыхӑннӑ материалсене пухма вӗрентекен-таврапӗлӳҫӗне Валериан Толстов-Атнарскине сӗннӗ. Вӑл 10 ҫул ытла Чутай салинчи халӑх музейне йӗркелесе, ҫулран-ҫул унӑн фондне пуянлатса пынӑ. Музей ӗҫне аталантарас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Хальхи вӑхӑтра «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» музейра Толстов-Атнарский ячӗпе хисепленекен ятарлӑ пӳлӗм пур.

Вӑл ҫуралнӑранпа 105 ҫул тултарнӑ ятпа районта тӗрлӗ мероприяти ирттерме палӑртнӑ: шкул ачисем хушшинче викторина, районти тавра пӗлӳҫӗсен ҫавра сӗтелӗ, литература ӑмӑртӑвӗсем тата ытти те. Ҫак кунсенче музей ӗҫченӗсем пурне те музея йыхравлаҫҫӗ.

#Штанаш, #Хӗрлӗ Чутай, #Шорово, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #таврапӗлӳ, #юбилейсем, #Ҫӗрпӳ, #Тихӑнушкӑнь, #Хурашаш, #Мӑн Хӑмаркка

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Виттус // 2654.4.6364
2018.01.12 12:44
В.Г.Толстов-Атнарский халӑх академикӗ. "Чӑваш халӑх ӑсчахӗсем" (2009) кӗнекене пӑхӑр. Чутайри музее ун ятне панӑччӗ.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем