Шупашкар районӗнчи «Чувашский бройлер» (чӑв. Чӑваш бройлерӗ) акционерсен уҫӑ обществинче хӑйӗн производствине аталантарнӑ «ИФК Время» ООО гендиректорӗ Ксения Польских производствӑна чарса лартас пирки ҫыру шӑрҫаланӑ. Ӑна вӑл Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрне кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче ҫитернӗ.
«Чӑваш бройлерӗпе» ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче Сергей Артамонов министр ирттернӗ канашлура сӳтсе явнӑ.
Ксения Польских производство ярӑмне нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнчен чарассине систернӗ. Ҫавна пула вӑл «ТЕНИ-торг» предприятин персоналне, пурӗ 282 ҫынна, ӗҫрен хӑтарасшӑн. Ҫапла йышӑннине «ИФК Время» общество хапрӑкра конкурс производстви пынипе, «Чӑваш бройлерӗн» кредиторӗсем пурлӑхпа производство комплексне «ТЕНИ-Торг» обществӑна тара пама килӗшменнипе сӑлтавланӑ.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерстви предприятире конкурс производстви йӗркелессине хирӗҫ пулнине ӗнентерет. Ҫапла утӑм тума республика тулашӗнчи кредиторсем йышӑннӑ-мӗн.
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин пресс-служби «Чӑваш бройлерӗн» ертӳҫисем маларах асӑннӑ производство предприятине ӗҫлеме чарманнине ӗнентерет. Предприятире конкурс производстви пирки тунӑ йышӑнӑва суд урлӑ пӑрахӑҫласшӑн иккен.