Путишле тес путишлех те мар ҫак тӗслӗх Ҫӗрпӳ районӗнче пулса иртнӗ. Унта пурӑннӑ пӗр этем хӑй ӗмӗрӗнче виҫҫӗмӗш ҫынна вӗлернӗ хыҫҫӑн кравать айне пытанса ҫӑлӑнма шут тытнӑ. Анчах улӑм уринчи йӗпе те тупма пултаракан йӗрке хуралҫисем ӑна часах асӑрханӑ.
Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл пӗр арҫын патӗнче хӑналаннӑ. Сӑра сакки сарлакине пирӗнтен кашниех пӗлет. 56-ри хӑнапа 49-ти кил хуҫи тавлашса каяҫҫӗ. Сӑмахпа ҫиеле илейменнине кура-ши — асли алла ҫӗҫӗ ярса тытать, тарӑхтаракана мӑй тӗлӗнчен 4 хутран кая мар чикет. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн тӗпчевҫисем ҫапларах шухӑшлаҫҫӗ. Кил хуҫи вилет, хӑна тарать.
Ҫынна вӗлернӗскер пӗр тусӗ патӗнче пурӑннӑ. Йӗрке хуралҫисем ҫавӑнта ӑна шыраса пырсан арҫын кравать айне кӗрсе тарнӑ.