Ольга Бузова телеертӳҫӗ, актриса, дизайнер шупашкарсене кӳреннӗ. О. Бузовӑна «Дом-2» телешоуна хутшӑннипе ытларахӑшӗ пӗлет-тӗр. Инстаграмри унӑн страницине ҫырӑннисен шучӗ 12 миллионтан иртнӗ. Чӑваш Енре те ӑна юратакансем, ун пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансем пур. Нумаях пулмасть Шупашкарта Ольга Бузова ячӗпе ҫыхӑннӑ ӑнланманлӑх сиксе тухнӑ.
Ҫакна Ольга Бузова Инстаграмра ҫырнӑ: «Эсир мана кӗтнӗ, парнесемпе пынӑ, суту-илӳ центрӗн ертӳҫисем мана тата ман ушкӑна фан-тӗлпулу йӗркелеме палӑртнине пӗлтермен те. Вӗсем манӑн ҫынсене улталаса пуҫтарнӑ, эпӗ пӗлмен мероприяти пуҫланасса виҫӗ сехет ытла кӗттернӗ!»
Телеҫӑлтӑр хӑйӗн автографӗшӗн тата сӑнӳкерчӗкӗшӗн укҫа илнисене питӗ кӳреннӗ. Хӑй вӑл ун пек япалашӑн нихӑҫан та кӗмӗл ыйтмасть-мӗн.
Ултавҫӑсене явап тыттарма Ольга Бузова юристсене явӑҫтарассине систернӗ.