Чӑваш Енӗн культура, национальность ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев опера юрӑҫисемпе тата балет ӑстисемпе тӗл пулнӑ. Ӗҫлӗ курнӑҫу Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ.
Республикӑри чи пысӑк театр коллективне Константин Яковлев культура отраслӗнчи тата министерствӑри иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлпе паллаштарнӑ.
Оперӑпа балет театрӗнче ӗҫлекенсем хӑйсен учрежденине аталантарас ыйтусене те хускатнӑ. Кӑҫалхи плансем ҫинчен учреждени директорӗ, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Валентин Федоров каласа кӑтартнӑ.
Аса илтерер, театрти пуҫлӑх пуканне Валентин Федоров иртнӗ ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑнчӗ. 2013 ҫултанпа вӑл Чӑваш Енри художниксен пӗрлешӗвне ертсе пынӑ. Йӗпреҫре ҫуралнӑ. Мускаври ӳнер театрӗ ҫумӗнчи Немирович-Данченко ячӗллӗ шкул-студине 1988 ҫулта вӗренсе пӗтернӗ.