Шупашкарти троллейбус управленийӗ иртнӗ ҫул вӗҫӗнче панкрута тухасран ҫӑлӑнса юлни пирки сайтра пӗлтерсех тӑнӑччӗ. Халӗ унта мӗнле лару-тӑру хуҫаланать-ха?
Шел те, предприятин парӑмсем каллех ӳссе пыраҫҫӗ. Троллейбусниксем электроэнергишӗн тӳлеҫҫӗ, анчах йӑлтах мар. Ҫавна май парӑм та ӳссе пырать. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне троллейбус управленийӗн парӑмӗ 148,9 миллион тенке ҫитнӗ. Вӑтамран илсен, управленин электроэнергишӗн уйӑхсерен 20 миллион тенкӗ тӳлемелле. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче вара 16,3 миллион тенкӗ ҫеҫ тӳленӗ.
Аса илтерер: пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче предприятин электроэнергишӗн 179,3 миллион тенкӗ пухӑннӑ. Хыснаран субсиди парсан управлени энергетиксене 47 миллион тенкӗ тӳленӗ, ҫапла май панкрута тухасран ҫӑлӑнса юлнӑ. Кун хыҫҫӑн 130 миллион тенкӗ парӑм юлнӑ.