Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Турцире вӗренекен хӗре Тутарстанри чӑвашсем сӑра вӗретсе кӑтартнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 14.02.2018 19:54 | 2083 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Нурлат хулинче ҫуралса ӳснӗ чӑваш хӗрӗ Александра Цыганова ашшӗ-амӑшӗн чӗлхине пӗлмест пулин те чӑваш чӗлхине тӗпчет. Ҫакӑн пирки вӑл тӑрӑхри «Сувар» хаҫатра ҫырса кӑтартнӑ.

«Александра Хусанти федераллӑ университетӑн Халӑхсем хушшинчи ҫыхӑнусен факультетне пӗтернӗ», — тесе ҫырнӑ унта. Турцири Анкара университетӗнче вӗренме грант ҫӗнсе илсен востоковед-африканист должноҫне хӑварса ют ҫӗршыва вӗренме кайнӑ.

Турцири ӗҫтешӗсемпе пӗрле пулса вӑл Тутарстан чӑвашӗсемпе Чӑваш Енрисен уйрӑмлӑхне тӗпчет. Нумаях пулмасть аспирантка тӑван тӑрӑха информаци пуҫтарма килнӗ. Унччен асӑрхаман япаласем кӑсӑклантарнӑ ӑна. Александра Цыгановӑна ентешӗсем, вырӑнти Чӑваш наципе культура центрӗ пулӑшнӑ. Тӗпчев анлӑ та тӗплӗ пултӑр тесе Якуркелти фольклор ансамблӗпе ЧНКЦ хуплу пӗҫерсе, сӑра вӗретсех кӑтартнӑ.

#Нурлат, #Турци, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #вӗренӳ, #Якуркел

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 8795.0.4187
2018.02.15 06:07
Agabazar
ЯкурККел сăмахра икĕ к çырмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем