Чӑваш Енри шкулсенчи хӑрушсӑрлӑха кам шучӗпе тивӗҫтерӗҫ? «Идель.Реалии» сайтра Алексей Глухов право хуралҫи ҫак ыйту тавра пуҫ ватнӑ.
Чӑваш Енри шкулсенче хӑрушсӑрлӑх енӗпе ҫине тӑрсарах ӗҫлеме пуҫласшӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ ӗнтӗ.
«Мана, шкул ачин ашшӗне, хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗ тӳре-шараран сахал мар пӑшӑрхантарать», — тесе ҫырнӑ вӑл.
Алексей Глуховӑн ывӑлӗ вӗренекен Ҫӗнӗ Шупашкарти шкулта «куҫа курӑнакан хӑрушсӑрлӑх япалисенчен» вахтер тата ватӑ хуралҫӑ пур иккен. Хуралҫӑ тытса тӑма ашшӗ-амӑшӗ «хӑйӗн ирӗкӗпе» темиҫе ҫӗр тенкӗ укҫа уйӑрать-мӗн.
Статьяна пӗтӗмӗшле кӗскен тишкерсен, право хуралҫи тата юрист шкулсенчи хӑрушсӑрлӑха ашшӗ-амӑшӗн шучӗпе тивӗҫтернине ырламанни сисӗнет.