Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри шкулта Галина Зотова пухса хатӗрленӗ «Штанашский край Краткая энциклопедия Штанашского сельского поселения» кӗнеке хӑтлавӗ иртрӗ.
Зотова Галина Вячеславовна ҫак шкулта 1980 ҫултанпа акӑлчан чӗлхи вӗрентет. Раштавӑн 17-мӗшӗнче Илья Николаевич Ульянов шкула тӗрӗслеме килнӗренпе 140 ҫул ҫитет, тата ҫак кунсенче Галина Вячеславовна хӑйӗн 55 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ. Шӑпах хӑй ҫуралнӑ кун тӗлне авторӑн ҫӗнӗ кӗнеки кун ҫути курчӗ.
Юбиляра саламлама унӑн Етӗрне районӗнчи ентешӗсем — Пӗрҫирлан шкулӗнчи вӗрентекенсенчен тӑракан «Илем» ансамбль (ертӳҫи Иван Любимов композитор), Кӑкшӑм ял администраци пуҫлӑхӗ, пӗрле вӗреннӗ Константин Михайлов, тӑванӗсем Ирина, Валентина тата Людмила учительсем, Штанаш ял администрацинче вӑй хуракансем килнӗ. Уява Штанаш шкул директорӗ В.Н. Парикова уҫрӗ, Галина Вячеславовнӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ. Вӗренекенсем Галина Вячеславовнӑна халалласа презентаци хатӗрленӗ. Персирлан шкулӗн пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ Ирина Вячеславовна Григорьева уява ертсе пычӗ. Галина Зотова кӗнеке-энциклопедипе паллаштарчӗ.
Кӗнекере вырӑнти ялсен историйӗпе, шкул, колхоз, чиркӳ, пульница историйӗпе, 181 ҫын биографийӗпе паллаштарнӑ. Кунтах ҫырма-ҫатра ҫинчен ҫырса кӑтартни пур. Кӗнекере ҫавӑн пекех вӗренекенсен тӗпчев ӗҫӗсем, ачасем хайланӑ юмах, Ульянов шкула тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫырнӑ акт, ҫак ялта ҫуралса ӳснӗ Василий Лебедев 1848 ҫулта ҫырса Питӗрте пичетленнӗ Чӑваш халапӗсем те пур. Автор архивсене чылай аппаланса ларнӑ. Кӗнекере фотографисем чылай, 4 страница тӗрлӗ тӗслӗ.
Пуҫламӑш класра вӗренекенсем «Теремок» юмаха акӑлчан чӗлхипе выляса пачӗҫ. «Илем» ансамбль илемлӗ юрӑсене чуна тивмелле шӑрантарчӗ, кулӑшла сценкӑсемпе халӑха култарчӗ. Штанаш ял администраци пуҫлӑхӗ Светлана Григорьевна Ефремова Галина Зотовӑна кӗнеке кӑларнӑшӑн сума суса Тав хучӗпе чысларӗ.