Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Сирире пуҫ хунӑ чӑваш генерал-майорне юлашки ҫула ӑсатнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 10.03.2018 14:51 | 2926 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре

Сирире персе аннӑ АН-26 самолетра пулнӑ, Самар облаҫӗнчи Анатьялта (вӑл — чӑваш ялӗ) ҫуралнӑ Владимир Еремеев генерал-майора паян пытарнӑ.

Владимир Вениаминович 1964 ҫулта ҫуралнӑ. Унӑн амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ, ашшӗ водитель пулнӑ. 1979 ҫулта вӑл Суворов училищине кӗнӗ. Унтан танк училищинче вӗреннӗ. Малтан Чехословакире хӗсметре тӑнӑ, кайран — Калининградра. Калининградра Владимир Еремеев полк командирӗ пулнӑ, кайран — Балти флотӗнчи ҫыран хӗрри ҫарӗсен штаб пуҫлӑхӗ. Тӗрлӗ ҫӗрте хӗсметре пулнӑ хыҫҫӑн Мускавра пурӑннӑ. 2012 ҫулта вӑл Мускаври парадра 27-мӗш мотострелок бригади гвардеецӗсен колоннине ертсе пынӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче ӗҫленӗ.

Сирири командировкӑна генерал-майор 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗнче тухса кайнӑ.

#Хӳтӗлев министерстви, #Мускав, #инкексем, #пӑтӑрмахсем, #Самар облаҫӗ, #Анатьял, #Чехословаки, #хӗсмет, #Сири

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-146053914_1210
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1907.15.3465
2018.03.10 15:28
Agabazar
Суворов ячӗллӗ училище мар, Суворов училищи темелле. Вырӑсла Суворовское училище теҫҫӗ.
Ку Анатъял текенни — Похвиҫнӗ районӗнчи вырӑсла "Нижнее Аверкино" ятпа паллӑ ял пулас.
Апла мар пулсан — тӳрлетӗр.
Хыпара ӑҫтан илнине каҫӑпа кӑтартнӑ. Анчах хальхи вӑхӑтра каҫӑ ӗҫлемест.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем