Чӑваш Енре пурӑнакансене паян тӳлевсӗр юристсем йышӑнӗҫ. Ку мероприятие пирӗн рспубликӑра унччен те ирттернӗ. Хальхинче халӑха социаллӑ хӳтлӗх кӳрекен пайсенче унти специалистсемпе пӗрлех ваккатсем юридици ыйтӑвӗпе йышӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн Юстици тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви хыпарланӑ.
Ведомство Чӑваш Енри 224 пин ытла ҫынна 2012 ҫултанпа юридици пулӑшӑвӗ тӳлевсӗр кӳнине ӗнентерет. Федераци шайӗнче ҫынсен 27 категорине укҫасӑр пулӑшма йышӑннӑ пулсан, пирӗн республикӑра ку список тата анлӑрах. Маларах Чӑваш Енре халӑхӑн 33 категорине тӳлевсӗр йышӑннӑ, халӗ — 41.
Пулӑшу илме ирӗк пуррисем пирӗн республикӑра —193 пин ытла ҫын. Йышра I тата II ушкӑн сусӑрӗсем, сахал тупӑшлисем, сусӑр тата тӑлӑх ачасене ӳстерекенсем тата ыттисем пур.