Ленин районӗнче юр тасатма чӑрмантаракан машинсене эвакуацилес тӗлӗшпе рейд ирттернӗ.
Хӗл кӑҫал юрлӑ килчӗ — ҫӳлти тӳпе кашни кун тенӗ пекех юр тӑкса тӑрать (паян, ав, ҫумӑр та ҫукаларӗ). Машинсене ирӗклӗ ҫӳреме май пултӑр тесе коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫченӗсем ирӗн-каҫӑн тӑрӑшаҫҫӗ. Шел, хӑшӗ-пӗри вӗсен ӗҫне ӑнланмасть, тӑват урапаллӑ хатӗрӗсене ӑҫта кирлӗ унта лартса хӑварать. Унччен те ансӑр ҫул вара татах та хӗсӗнет.
Раштавӑн 14-мӗшӗнче ятарлӑ рейд ирттернӗ. Паллах, маларах машинсен хуҫисене пӗлтернӗ — ирхине 5 сехетрен пуҫласа ҫурт картисенче юр тасатас ӗҫ пырӗ — тесе систернӗ. Хӑшӗ-пӗри вара шарт та туман пулас. Шап та лӑп вӗсен машинисене Шупашкарти Ленин районӗн администраци сотрудникӗсен, ҪҪХПИ тата «Дорэкс» АУО ӗҫченӗсен пулӑшӑвӗпе штраф чарӑнӑвне ӑстатнӑ та ӗнтӗ. Вокзалҫум, 4а тата Энгельс, 3/1 ҫуртсем ҫывӑхӗнчи икӗ машина куҫарма тивнӗ.
Кунашкал ӗҫе тепер эрнере те ирттерӗҫ — ҫавӑнпа та тӑватӑ урапаллӑ хатӗрсен хуҫисен хӑйсен транспортчӗ пирки тимлӗрех пулмалла.