Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Чӑваш Ен хӗрӗ Станислав Говорухина тапӑннӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 13.03.2018 09:58 | 1882 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енре пурӑнакан Дарья Комарова Станислав Говорухин кинорежиссера тапӑннӑ. Куҫа-куҫӑн мар, Facebook халӑх тетелӗнче. Вӑл унти хӑйӗн страницинче пӗтӗм тӗнче пӗлекен ҫак ҫынна айӑпласа ҫырнӑ.

Тӗпрен илсен, хайхи ҫыруран акӑ мӗн паллӑ: Дарья Комарова 2012 ҫулта журналистра ӗҫленӗ, ҫав ҫулхине Шупашкара Станислав Говорухин килсен вӑл унран интервью илме пынӑ. Ун чухне 75 ҫулти режиссер хӗре хӑйӗнпе ҫӗр каҫма ыйтнӑ, уншӑн фильмра ӳкерӗнмешкӗн майсем туса пама шантарнӑ имӗш. Апла пулин те Дарья паллӑ ҫынран интервью илнӗ иккен. Ун хыҫҫӑн вара Говорухин хӑйӗн телефон номерне панӑ, иккӗшӗн хушшинчи калаҫӑва вӑрттӑнлӑхра хӑварма ыйтнӑ-мӗн.

Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче палӑртнӑ тӑрӑх, Станислав Говорухин ку сас-хурана уҫӑмлатнӑ май 2012 ҫулта хӑй Шупашкарта пулни пирки иккӗленнине палӑртнӑ, кунашкал калаҫӑва астуманнине пӗлтернӗ. Апла пулин те Станислав Говорухин ҫав ҫулхине Шупашкара килни паллӑ.

#персона, #пӑтӑрмахсем, #Шупашкар, #халӑх тетелӗ, #культура

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48435
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 1271.19.9014
2018.03.13 14:54
Agabazar
Хăшĕ хăшне тапăннă?
Тапăнаканни кам?
2018.03.13 17:22
Аçтахар Плотников
Ик автан манерлĕ ĕнтĕ.
2018.03.15 12:07
Владимир Болгарский
Тапăннă пирки мĕншĕн тÿрех каламан-ха? Кайран пакăлтатни ниме те пĕлтермеç. Ун чухне Говорухин çемçе тапăннишĕн тен Комарова текенни савăнса кăна тăнă пуль.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем