Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Мӑн Этменте конференци иртрӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
eiena 16.12.2011 21:59 | 2271 хут пӑхнӑ

Чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшакан маттурсем пирӗн йӑхташӑмӑрсем хушшинче кашни ӗмӗртех пулнӑ теме эпир, 21 ӗмӗр ҫыннисем, тивӗҫлипех пултаратпӑр. Ахальтен-и пирӗн халӑх тем тӗрлӗ истори тумхахӗ урлӑ та утса тухса паянччен сыхланса юлнӑ. XVIII ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче ҫуралнӑ Ермий Рожанские те эпир ҫав маттур чӑвашсен шутнех кӗртме тивӗҫлӗ. Вӑл ҫуралнӑранпа 270 ҫул ҫитнине халалласа Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Мӑн Этменти вӑтам шкулта раштавӑн 16-мӗшӗнче районти шкулсенче чӑваш чӗлхине вӗрентекенсемпе конференци иртрӗ. Ҫавӑн пекех ку конференцие И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах ҫак шкулти чӑваш чӗлхин вӗрентекенӗ Н.В.Ермакова слайд мелӗпе урок ирттересси пирки мастер-класс ирттерчӗ, кайран вӑлах Ермий Рожанский ӗҫӗ-хӗлӗ пирки доклад турӗ. XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнчех чӑвашсене ҫутталла туртӑнма пулӑшнӑ Кӑрмӑш пупӗ пирки ЧФК факультечӗн профессорӗ В.Г.Родионов тӗпчев ӗҫӗсем нумай ҫырнӑ, хӑй тухса калаҫнинче те вӑл кӑсӑклӑ япаласем чылай каласа пачӗ. Ҫавӑн пекех Г.Г.Ильина, А.С. Егорова, Е.Р. Афанасьева, Е.П. Чекушкина доцентсемпе О.В. Сорокина аслӑ преподаватель те сӑмах илчӗҫ. Конференци студентсен юрӑ саламӗпе вӗҫленчӗ.

#Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #конференцисем, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #Мӑн Этмен

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем