Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Ӳнер: Иосиф Дмитриев: «Хам пурӑннӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла»

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 15.03.2018 04:24 | 1857 хут пӑхнӑ
Ӳнер

«Пока я жив, я должен заниматься чувашской драматургией». Ҫакӑн ятпа питех те кӑсӑклӑ интервьюна Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗ кӑларса тӑракан «Страстной бульвар, 10» журналӑн кӑҫалхи 5-205-мӗш номерӗнче пичетленӗ. Унта Раҫҫейӗн гуманитари институчӗн театрпа кино кафедрин доценчӗ, «Современная драматургия» журналӑн критикӑпа теори пайӗн ертӳҫи, искусствоведени кандидачӗ Полина Богданова Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗпе Иосиф Дмитриевпа калаҫнӑ.

Ум сӑмахра Иосиф Александрович театр енӗпе актер тата режиссер пӗлӗвӗллӗ пулнине, пӗрремӗшне вӑл Ленинградра (хальхи Питӗрте. — Т.Т.), теприне Мускавра илнине каланӑ.

Интервьюна вуласан Иосиф Дмитриевӑн чун ыратӑвӗпе пӑшӑрханӑвӗ, савӑнӑҫӗпе талпӑнӑвӗ куҫ умне тухать. Вӑл, тӗслӗхрен, Чӑваш Енре театр критики ҫуккишӗн пӑшӑрханать. (_Сӑмах май, ку шухӑша темиҫе ҫул каяллах Борис Чиндыков драматург та вӗҫӗмех калатчӗ_). Наци драматургине лартма ӑнтӑлни пирки ыйтсан Иосиф Александрович ҫапла хуравланӑ: «Хам сывӑ чух манӑн чӑваш драматургине лартмалла».

#театрсем, #чӑвашлӑх, #ӳнер, #культура, #МИХсем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.strast10.ru/node/4470
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Базиль Кириллов // 2093.1.5846
2018.03.15 15:53
"Чӑваш драматургине лартмалла..." Михлеевӑн чаплӑ пьесине пусса пӑрахсан та вуласа пӑхасшӑн мар. Артистсем ик тӗрлӗ ҫаптарма ӑста. Мӗн тӑвӑн - артист!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем