«НТВ» телеканалпа кӑтартакан «Поедем, поедим» проект ертӳҫи Джон Уоррен ҫак кунсенче Шупашкарта пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Ҫапла, телеканал пирӗн республикӑра пуш уйӑхӗн 11–14-мӗшӗсенче ӗҫлерӗ.
Акӑлчан ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан ӗнерхи усламҫӑна, паянхи журналиста Шупашкарти трактор музейӗпе те паллаштарнӑ. Унта Джон Уоррен авалхи трактора ним мар хускатнӑ, ҫавӑнти кафере апатланнӑ.
«Трактор савучӗсем» концернӑн пресс-служби ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Джона темиҫе тӗрлӗ трактор сӗннӗ. Хӑна вара Харьковра 1952 ҫулта кӑларнӑ «ХТЗ-7» маркӑллине суйланӑ. Джон Уоррер авалхи техникӑна ҫӑмӑллӑн чӗртнӗ.
Акӑлчан ҫынни Шупашкарти трактор музейӗ арҫынсем валли ҫеҫ, унта кӑра арҫынсем кӑна тесе малтанласа шухӑшланине пытарман. Тракторсене хитре хӗрсем ҫӑмӑллӑн тытса пыни те ӑна тӗлӗнтернӗ.