Ӗнер, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ никӗсленнӗренпе 85 ҫул ҫитнине халалласа Яковлев вулавӗсем иртнӗ.
Мероприятие театрӑн тӗп режиссерӗ, актер, поэт, публицист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Иосиф Дмитриев-Трер ертсе пынӑ. Вӑл каланӑ тарӑх, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ е Ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнче театра юратакансен клубне уҫмалла.
«Пире ҫыракансем, куракансем, театр ҫинчен шухӑшлакансем, ҫырма, калаҫма пултаракан ҫынсем кирлӗ», – тенӗ Иосиф Александрович. Клуб ларӑвӗсенче пьесӑсем вулама, спектакльсем курма, вӗсене хаклама тата театр ҫинчен пӗтӗмӗшле калаҫма палӑртнӑ.
Хальхи тӗл пулура «Чӑваш драматургийӗн пуҫламӑшӗ» тема тавра калаҫнӑ, И.Я. Яковлев вӗренекенӗсем хайланӑ драматурги тексчӗсене вуланӑ.