Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ватӑ ҫерҫие хывӑхпа улталаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Ачасем хӑйсен аллипе кӗнеке кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.03.2018 18:32 | 1362 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш кӗнеке издательствинче регионсем хушшинчи «Чӑваш кӗнеки. Ҫамрӑк талантсем» VII конкурса пӗтӗмлетнӗ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвне пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнче пуҫарнӑ, кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен тӑснӑ.

Унта шкул ачисемпе студентсем явӑҫнӑ. Вӗсем конкурса тӗрлӗ темӑпа ҫырнӑ эссесем, ӳкерчӗксем, видеороликсем, хӑйсем тӗллӗн хатӗрленӗ кӗнекесем ярса панӑ. Хамӑр республикӑрисем кӑна мар, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Самар облаҫӗнчи 160 ытла ача хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 4 номинаципе хакланӑ.

«Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнеки ҫинчен» номинацире ӗрремӗш вырӑна Канашри 11-мӗш шкулти Янина Фадеева тухнӑ. «Юратнӑ кӗнекери самант» темӑллӑ ӳкерчӗксен конкурсӗнче вара кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисенчен Шупашкарти 49-мӗш шкулти Валерия Долгова, Шупашкарти 1-мӗш гимназири Ангелина Гритчина палӑрнӑ. Вӑтам ҫулсенчи шкул ачисенчен Шупашкарти 40-мӗш шкулти Полина Литвиненко пултаруллӑ пулнӑ, аслӑ ҫулсенчи шкул ачисенчен Шупашкарти 18-мӗш шкулти Софья Тихонова ҫӗнтернӗ. Студентсенчен И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри Екатерина Ильина мала тухнӑ.

«Ача-пӑча аллипе тунӑ чи лайӑх кӗнеке» номинацире кӗҫӗннисенчен Шупашкарти 125-мӗш ача-пӑча пахчинчи Святослав Студенцов ҫӗнтернӗ, вӑтам ҫулсенчи шкул ачисенчен — Ҫӗмӗрлери 23-мӗш шкулти Ирина Кайнова, аслӑ ҫулсенчисем хушшинче – Шупашкарти 62-мӗш шкулти Александра Александрова.

«Эпӗ Чӑваш кӗнеке издательствин кӗнекине суйлатӑп» номинацире Шупашкарти 78-мӗш ача пахчинчи Даша Васильева, аслӑ ҫулхисенчен И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУри Дарья Дюкина мала тухнӑ.

#Чӑваш кӗнеке издательстви, #кӗнекесем, #ачасем, #шкулсем, #конкурссем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем