Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Сайта чӑвашла тытса пырас ыйту тулашри журналистсене те, республикӑрисене те кӑсӑклантарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 23.03.2018 20:25 | 2275 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ
Семинара студентсем те кӑсӑкланса итлерӗҫ
Семинара студентсем те кӑсӑкланса итлерӗҫ

Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн аудиторийӗсенчен пӗринче «Хаҫат сайтне чӑвашла тытса пырасси: чӑрмавсене сиресси» темӑпа семинар иртрӗ. Ӑна Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Николай (Аҫтахар) Плотников тата аслӑ шкулӑн журналистика уйрӑмӗ пӗрле йӗркеленӗ.

Сайтсене чӑвашла йӗркелеме тата тытса тӑма вӗрентессине Аҫтахар Плотников пӗр пуссӑрах йӗркелерӗ. Семинара итлеме Чӗмпӗрти «Канаш» хаҫатран та, Тутарстанри «Сувартан» та ҫитнӗччӗ. Унсӑр пуҫне ку тема республикӑра тухса тӑракан район хаҫачӗсене те кӑсӑклантарни палӑрчӗ — Муркаш, Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар район хаҫачӗсенчен килнӗччӗ.

Чӑваш халӑх сайтне 13-мӗш ҫул ӗнтӗ хӑй тӗллӗн, патшалӑх укҫисӗр тытса тӑракан Аҫтахар Плотников чӑваш чӗлхиллӗ сайтсене аталантарма паян нимӗнле чӑрмав та ҫуккине пӗлтерчӗ.  Программҫӑ пулнипе ҫеҫ мар, тӗнче тетелӗнче чӑваш чӗлхи сахаллине ӑнланса илнӗ хыҫҫӑн вӑл тӑван чӗлхеллӗ ресурса — сайта — аталантарма пуҫланӑ. Функционал енчен сайт пуян пулин те халӑха илӗртес енӗпе ку ҫителӗксӗр пулнине каларӗ. Информацие кӑсӑклӑ, вулакана интереслӗн хыпарласси — сайта кӗрекенсен йышне ӳстерме пултаракан чи пӗлтерӗшлӗ утӑмсенчен пӗри пулнине палӑртрӗ Николай.

#сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #семинарсем, #МИХсем, #хаҫатсем, #ЧПУ

 

Сӑнсем (27)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем