Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта, Олимп вӑййисен чемпионки В. Егорова ячӗллӗ спорт шкулӗн ҫӑмӑл атлетсен манежӗнче хальхи вӑхӑтри пилӗк енлӗ ӑмӑрту енӗпе, «лазер-ран» дисциплинӑпа, пуҫласа тупӑшу иртӗ. Ҫак хыпара ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗпе Михаил Игнатьевпа Правительство ҫуртӗнче тӗл пулсан чӑваш парламенчӗн депутачӗ, Чӑваш Енри Ашшӗсен канашӗн ертӳҫи, Хальхи вӑхӑтри пилӗк енлӗ кӗрешӗвӗн Чӑваш Енри федерацийӗн президенчӗ Алексей Мурыгин пӗлтернӗ.
«Федераци умне эпир икӗ тӗллев лартатпӑр: пилӗк енлӗ ӑмӑртӑва анлӑ сарасси тата профессионал спортсменсене хатӗрлесси», – тенӗ Алексей Мурыгин.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен 3-мӗш спорт шкулӗнче пилӗк енлӗ тупӑшакансен уйрӑмне уҫасшӑн.