Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалласа

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.12.2011 20:54 | 1700 хут пӑхнӑ

Раштавӑн 19-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ каҫ иртрӗ. Телее, Ухсай Яккӑвӗн ячӗ пирӗншӗн ют мар. Шкул ачисен программинче те пур унӑн ӗҫӗсем, яш-кӗрӗм ҫепӗҫ лирикине килӗштерет, аслӑ ӑру валли — чӑвашлӑхпа, тӑванлӑхпа тулнӑ вун-вун сӑвӑ, поэма, роман. Драматургире, критикӑпа публицистикӑра нумай тӑрӑшнӑ. Ун ячӗ вилӗмсӗр Константин Ивановпа, Ҫеҫпӗл Мишшипе, Петӗр Хусанкайпа, ыттипе юнашар. Эпир ӑна вулатпӑр, пӗлетпӗр, хисеплетпӗр, ҫапах та сӑмах ӑстин поэзи «тарӑнлӑхне» уҫса ҫитереймен-ха, ун пирки каламалли, ӑна тӗпчемелли пайтах.

Халӑх поэчӗ ячӗпе йӗркеленӗ каҫра та, ӑна ЧР культура министрӗ Роза Лизакова ертсе пычӗ, ҫак шухӑша палӑртрӗҫ. Роза Михайловна хӑйӗн сӑмахӗнче Ухсай Яккӑвӗн ятне ҫӗклес, ҫитес ӑрусем валли упраса хӑварас тӗлӗшпе юбилей ҫулӗнче тунӑ ӗҫсем пирки чарӑнса тӑчӗ. Ку енӗпе ЧР Президенчӗн Хушӑвне пурнӑҫласа чылай мероприяти ирттернӗ: конференцисемпе куравсем, «ҫавра сӗтелсем», уҫӑ уроксем... Ҫак кунсенче вара поэтӑн произведенийӗсен пуххи — «Самана» ятпа — кун ҫути курнӑ. Ухсай Яккӑвӗн юбилейне унӑн тӑван кӗтесӗнче — Пушкӑртстанри Слакпуҫӗнче, чӑваш тӗпленсе пурӑнакан вун-вун хутлӑхра паллӑ тунӑ.

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ — ЧР Элтепӗрӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Александр Иванов Ухсай Яккӑвӗн произведенийӗсем хастар тата харсӑр чунлӑ пулма, тӗрӗс пурӑнма вӗрентнине, вӗсем философиллӗ, тарӑн шухӑшлӑ пулнине палӑртрӗ. «Поэт — литературӑн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, вӑл яланах халӑхпа пӗрле пулнӑ. Ҫавӑнпа унӑн ячӗ халӑхра ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗ», — терӗ Александр Степанович.

Савӑнӑҫлӑ каҫа Пушкӑртстан делегацийӗ те хутшӑнчӗ. Делегаци ертӳҫи — ПР культура министрӗн ҫумӗ Ранис Алтынбаев Чӑваш халӑх поэчӗ Ухсай Яккӑвӗ ниҫта та мар, Пушкӑртстанра ҫуралса ӳснишӗн хӗпӗртенине, унпа республика тивӗҫлипе мухтаннине пӗлтерчӗ.

#литература, #уявсем, #юбилейсем, #К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ

 

Комментари:

2011.12.22 21:38
Аксар Чунтупай
Пире, траксене, çак мероприятине темшĕн чĕнме манса кайнă вара... Тĕлĕнмелле!

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем