Патӑрьел районӗн прокуратури тӗнче тетелне мониторинг тунӑ чухне сиенлӗ сайт тупнӑ. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав сайтра вӗренӳ учрежденийӗн педагогне вӗлермелли 17 мел пирки ҫырса кӑтартнӑ.
Ҫак хӑрушӑ информаципе тӗнче тетелне кӗнӗ нумай ҫын паллашма пултарнӑ. Ҫав шутра – 18 ҫул тултарман ачасем те. Мӗншӗн тесен сайта кӗмешкӗн регистраци те, пароль те ыйтман.
Патӑрьел районӗн прокурорӗ сайта хупма ыйтса суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд материалсене пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн прокурорпа килӗшнӗ, сайтра вырнаҫтарнӑ информаци Раҫҫейре сарма юрӑхсӑр тесе палӑртнӑ.