Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Аслӑ политик пулман ырӑ» Эдуард Кубарев вилнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 29.03.2018 10:19 | 1918 хут пӑхнӑ
Республикӑра

«Вӑл аслӑ политик пулман, анчах ырӑ ҫын пулнӑ», — ҫакӑн пек ҫырнӑ Александр Белов журналист Фейсбукра Эдуард Кубарев пирки.

Ӗнер, пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Аслӑ Совечӗн председателӗ пулнӑ ҫав ҫын вилнӗ. Вӑл 79-мӗш ҫулпа пынӑ.

Эдуард Кубарев 1939 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Куславккара ҫуралнӑ. Хусанти инженерипе строительство институтӗнче пӗлӳ илнӗ. Ярославль облаҫӗнчи Рыбинск хулинче маҫтӑр, прораб, тӗп инженер, строительство управленийӗн пуҫлӑхӗ, райӗҫтӑвком председателӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ. 1974 ҫулта вӑл Шупашкара куҫса килнӗ. «Чувашсельстрой» трестӑн 137-мӗш ПМКне ертсе пырать. Кайран ӑна шӑпа «Спецстрой» проектпа строительство трестне илсе ҫитерет. Управляющи ҫумӗ, управляющи пулса тӑрӑшать.

1990 ҫулти пуш уйӑхӗнче Эдуард Кубарева Чӑваш АССР депутатне суйлаҫҫӗ, ака уйӑхӗнче — Чӑваш АССР Аслӑ Совечӗн ертӳҫин ҫумне, ҫурла уйӑхӗнче ертӳҫӗне лартаҫҫӗ. Каярах ытти должноҫре те, ҫав шутра Мускавра та, ӗҫленӗ вӑл.

Хӑй вӑхӑтӗнче Эдуард Кубарев Чӑваш Республикин Президентне суйламалли кампание кандидат пулса хутшӑннӑ.

#Куславкка, #депутатсем, #политика, #Шупашкар, #тӳре-шара, #ҫухату

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pravdapfo.ru/comment/146232
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

2018.03.29 12:15
Аçтахар Плотников
Кубарев кандидатури Чăваш Ен Президентне суйланă чухне пурччĕ. Эп хам астăвасса уншăн сасăланăччĕ. Мĕншĕн? Ара вăл Çĕнĕ Лапсар посёлокĕнче пурăнатчĕ те... Айванскер, паллах, хамăр çыншăн сасăланă.
Çавах та палăртса хăварам, Кубарев пирĕн республикăн тĕп пуканне йышăннă вăхăтра Лапсара çити велоçул турĕç, посёлокра çулсене сарса тухрĕç, вăрманта йĕлтĕр трассине хатĕрлерĕç... Парк та йĕркеленчĕ вăл вăхăтра. Унтанпа вара Çĕне Лапсар посёлокĕ енне тимлĕх уйăрни пулмарĕ, вăл туса хăварнă ĕçсем майĕпен-майĕпен юрăхсăрланса пычĕç. Велоçултан, сăмахран, ячĕ çеç тăрса юлнă ĕнтĕ.
Agabazar // 3676.48.5457
2018.03.29 13:41
Agabazar
Кубарев чăн-чăн чăваш пулнă, чăвашшăн май килнĕ таран тăрăшнă.

Хăйĕнпе çыхăнман майкилменлĕхсемшĕн вăл паллах айăплă мар.

Апла-капла усалпа асăнмалли ун тĕлĕшпе нимĕн те çук. Пулсан та ун пирки вилнĕ чухне калаçмаççĕ.
Станьял // 3878.83.3431
2018.03.29 20:22
Эдуард Алексеевич Кубарев ЧНКан йӗркелӳ комитетне хӑрамасӑр хастар ертсе пынӑччӗ. Пӗрремӗш съездраТӗп доклада (хула ачи пулсан та) чӑвашла вуласа пачӗ.Эпӗ ӑна ырӑпа аса илетӗп.Тӑпри ҫӑмӑл пултӑр!
Уруç // 5284.7.8665
2018.03.29 22:23
Ма лăпăртатать-ши çак Агабазар пĕли-пĕлми? Калаçман Кубарев чăвашла, пĕлмен калаçма. ЧАПсене те лайăх тыттарса хăварнă 1991-мĕшĕнче.
Agabazar // 3676.48.5457
2018.03.30 00:07
Agabazar
Эдуард Кубарев республикăра пĕрремĕш сăпат пулнă чухне хăйĕн çумĕ пулма Атнер Хусанкая сĕнсе пăхнă теççĕ. Лешĕ килĕшмен. Ман шутпа, килĕшмелле пулнă.
Апла-и, капла-и, Кубарев политикăра çывăх малашлăхра Атнер тĕп конкурент пуласса ăнланнă. Апла пулин те вăл ăна ятарласа ура хурса пыман. Çапла майпа хăйĕн пархатарлăхне кăтартнă. Ура хураканнисем — урăххисем.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем