Чӑваш Енре пурӑнакан ҫамрӑк ҫын суд сакки ҫине ларнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 21 ҫулти каччӑна 5 ҫулти хӗрачана мӑшкӑлланӑшӑн явап тыттарнӑ.
Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫак ҫын ӳсӗр пулнӑ, ентешӗ патӗнче хӑналаннӑ. Хайхискер кил хуҫи пӳртрен тухнипе усӑ курнӑ: 5 ҫулти хӗрача тӗлӗшпе ясар шухӑшне пурнӑҫланӑ.
Ҫак хӗрача кӳршӗре пурӑнать, шӑп та лӑп ун чухне вӑл хӑнана каҫнӑ. Каччӑ пӗчӗкскере пусмӑрланине кил хуҫи хӗрарӑмӗ асӑрханӑ. Вӑл кун пирки йӗрке хуралне шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Нумаях пулмасть суд пулнӑ. Каччӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 13 ҫул ҫурӑллӑха ӑсатнӑ.