Чӑваш Енри Гидрометцентр ака уйӑхӗнче тӑрук ӑшӑтса ярсан ейӳ вӑйлӑ сарӑласси пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Унти специалист Марина Китарьева каланӑ тӑрӑх, ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче республикӑри юханшывсенче пӑр кайӗ.
Ака уйӑхӗнче ӑшӑтасси пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, ака пуҫламӑшӗнче сывлӑш температури 4-9 градус ӑшӑ пулӗ. Ҫавна май хӑш-пӗр ҫурта шыв илме пултарать.
Ейӳ хӑвӑрт сарӑлсан Шупашкарти ГЭСра шыв шайӗ хӑпарать, вӑл 57,2 метра ҫитсен Кокшайскри хӑш-пӗр ҫурт шыв айне каять. 2012 ҫулта темиҫе пӳрте шыв илнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем ейӳ сарӑличчен ишмелли хатӗрсем, беспилотниксем, ытти техника хатӗрлеҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне гидротехника сооруженийӗсене тата вырӑнти влаҫ ейӗве хатӗррипе хатӗр маррине тӗрӗслеҫҫӗ.
Аса илтерер: 16 районти 55 ялта ейӳ сарӑлма пултарать.