М.И. Скворцовӑн 2004 ҫулта тухнӑ «Русско-чувашский словарь социальной лексики» кӗнекене ӗненес пулсан пирӗн чӑваш чӗлхинче темиҫе сӑмахран тӑракан анлӑ ятсене кӗскетсе аббревиатурӑсем тӑвасси аталанман. Ку пулӑм вырӑс челхине лайӑх пӗлнинчен килет имӗш. Ҫавӑнпа та паллӑ ӑсчах вырӑсла йӗркеленнӗ кӗскетӳсене усӑ курма сӗнет (ЧСХА, ОАО, т.ыт. те), ҫак кӗнекере вӗсен куҫарӑвне парать.
Паллах, пур кӗскетӳсене те чӑвашлатма, тен, кирлӗ мар — СССР, РСФСР, АиФ, ЧАССР йышшисем ҫаплипех юлччӑр. Анчах та хӑш-пӗрисене, чӑвашсем анлӑ усӑ куракансене, чӑвашлатнинче ним япӑххи те ҫук пулӗ. Уйрӑмах вӗсене анлӑ усӑ кураҫҫӗ пулсан. Ак, «Хыпар» хаҫатах илес — унта кӗскетӳсем, чӑвашлисем ӗнтӗ, тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. ОАО вырӑнне те тахҫанах АУО усӑ кураҫҫӗ, ТМЯО кӗскетӳ мӗне пӗлтерни вӑрттӑнлӑх мар. Раштавӑн 20-мӗшӗнче тухнӑ «Хыпар» хаҫатра та, сӑмахран, аббревиатурӑсене сахал мар усӑ курнӑ. Хӑшӗ-пӗрне тӳрех ӑнланма та йывӑр: ФСҪЦ, МППП, РПВУ, ЙХК, т. ыт. те.
Ҫакна асра тытса ӗнтӗ эпир кӗскетӳсен пуххине хатӗрлес терӗмӗр. Хӑш-пӗр чухне вӗсем ал айӗнче тата пӗр вырӑнта пулни ӗҫе самай пулӑшать.
Асӑрхаттаратпӑр: Ку кӗскетӳсене хатӗрлеме «Русско-чувашский словарь социальной лексики» кӗнекене усӑ курнӑ, анчах пурте унтипе пӗр килмеҫҫӗ. Тата ӑна кӑштах пуянлатнӑ та. Хӑшӗ-пӗри ҫирӗпленейменни те, ыйту ҫуратаканни те пулма пултарать — ҫавна май ку кӗскетӳсен пуххи вӑхӑт иртнӗ май улшӑнайрать. Сӗнӳсем пулсан — ҫырӑр.