Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче йывӑр тиевлӗ икӗ машина ҫапӑннӑ. ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, водительсенчен пӗри вилнӗ.
Ку инкек М-7 ҫулӑн 699-мӗш ҫухрӑмӗнче пулнӑ. Volvo машина водителӗ, 45 ҫулти арҫын, руле итлеттереймен, транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ. Вӑл Hyundai йывӑр тиевлӗ машинӑпа ҫапӑннӑ. Унӑн рулӗ умӗнче 33 ҫулти арҫын, Пушкӑрт Республикин ҫынни, ларнӑ.
Йывӑр тиевлӗ машинӑсем питӗ вӑйлӑ ҫапӑннӑран 33 ҫулти водитель йывӑр суранланнӑ, вӑл авари вырӑнӗнчех вилнӗ.
Халӗ авари мӗнле пулнине уҫӑмлатаҫҫӗ.