Раштавӑн 25-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн тава тивӑҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Александр Кӑлкан ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Ҫак паллӑ пулӑма халалласа вӑл пурӑннӑ тата ӗҫленӗ ҫурт (Ленин пр., 24 ҫ.) умӗнче митинг иртрӗ. Унта Чӑваш Республикин Профессионал писательсен союзӗн членӗсем, ҫыравҫӑн тӑванӗсем хутшӑнчӗҫ. Александр Кӑлкан пултарулӑхӗ нумай енлӗ — вӑл драматург та, сӑвӑҫ та, журналист та, сатирик та, тӑлмач та. Александр Дмитриевич вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен: Шекспир, Островский, Гоголь тата ыттисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫавӑн пекех вӑл юптарусем ҫырнӑ. Вӗсене пӗчӗккисем те, ҫитӗннисем те юратса вуланӑ. Ӑна «чӑвашсен Крыловӗ» тенӗ. Александр Кӑлкан уйрӑмах шӳтлӗ хайлавсем ҫырассипе палӑрнӑ. Вӑл пурнӑҫри ҫитменлӗхсенчен тӑрӑхлама юратнӑ.
Митинга хутшӑнакансем ҫыравҫӑ асӑну хӑми умне чечексем хучӗҫ.
Александр Кӑлкана вӑл ҫуралса ӳснӗ тӑрӑхра — Тутарстанӑн Пӑва районӗнче те — чысларӗҫ.