Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Шупашкарти балет фестивалӗ — Раҫҫейри чи лайӑх 10 мероприяти йышӗнче

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Никита Сурский 06.04.2018 18:40 | 1651 хут пӑхнӑ
Культура

«ТурСтат» аналитика агентстви Раҫҫейри ҫак ҫуркунне пулакан культура мероприятийӗсен танлаштарӑмне хатӗрленӗ. Чи лайӑх 10 мероприяти йышне Шупашкарта йӗркеленекен Пӗтӗм тӗнчери балет фестивалӗ те кӗнӗ.

Чӑваш Енӗн культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак йыша Мускаври «Мускав ҫуркунни A Cappella» фестиваль, Питӗрти «Dance Open» балет фестивалӗ, «Клинри ҫуркунне» юрӑ-кӗвӗ фестивалӗ, Мускав облаҫӗнчи «Красногорский», Ленинград облаҫӗнчи «Литературӑпа кино» кинофестивальсем, Пенза облаҫӗнчи «Ылтӑн провинци» театр фестивалӗ, Челябинск облаҫӗнчи «Уралти искусствӑсен эрни» курав, Тамбов облаҫӗнчи С.В. Рахманинов ячӗллӗ музыка фествивалӗ, Шупашкарти М.Д. Михайлов ячӗллӗ балет фестивалӗ тата Чулхула облаҫӗнчи «Чӗресен кӗвви» бард-фестиваль кӗнӗ.

Палӑртса хӑварар, Шупашкарти фестиваль ака уйӑхӗн 12-22-мӗшӗсенче иртет. Ҫав вӑхӑтра «Жизель», «Золушка» «Ромео и Джульета», «Весна священная», «Жар-птица» тата «Чиполлино» балетсене кӑтартӗҫ. Унсӑр пуҫне гала-концерт та пулӗ.

#Челябинск облаҫӗ, #Питӗр, #Мускав, #Шупашкар, #театр, #фестивальсем, #танлаштарӑм, #Чулхула облаҫӗ, #Тамбов облаҫӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем