«ДоступнаяМедицина.рф» (чӑв. Меллӗ медицина.рф) Чӑваш Енре пурӑнакан пӗр хӗрарӑмӑн ҫӑхавне пичетленӗ. Унта вӑл унӑн ашшӗ ӗҫлемен моргра икӗ кун выртнине пӗлтернӗ.
Вилнӗ ҫыннӑн хӗрӗ портала пӗлтернӗ тӑрӑх, полицейскисем унӑн ашшӗн виллине кастарма тесе Йӗпреҫ районӗнчи пульница ҫумӗнчи морга ӑсатнӑ.
Вилнин тӑванӗсем пакунлисем хушнине ӑша хывса ӑна хӑйсемех ҫитернӗ, вырӑна ҫитсен йышӑну уйрӑмӗнчен ҫара уҫҫи ыйтса илнӗ, морга кӗртсе хунӑ, кайран уҫҫа каялла парса хӑварнӑ.
Район пульницинчи морг ӗҫлеменнине патологоанатом вилнин тӑванӗсене тепӗр икӗ талӑкран ҫеҫ пӗлтернӗ иккен. Ҫакна илтсен вилнин тӑванӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннине Йӗпреҫ районӗнчи пульница ҫумӗнчи моргран урӑх ҫӗре илсе кайнӑ.