Ӗнер Чӑваш Енӗн Пуҫлӑхӗ Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура суту-илӳпе кану центрӗсенчи тӗрӗслевӗн малтанхи пӗтӗмлетӗвне тишкернӗ.
Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗ Станислав Антонов каланӑ тӑрӑх, Шупашкарта уйрӑмах нумай кӑлтӑк тупса палӑртнӑ объект — «МТВ Центр» суту-илӳпе кану комплексӗ. Унта пушар хӑрушлӑхне пӑснӑ тӗслӗхсене 149 хутчен шута илнӗ. Шупашкарти «Каскад» суту-илӳпе кану центрӗнче 73 кӑлтӑк палӑртнӑ. Республикӑн тӗп хулинчи «Модӑсен ҫурчӗ» центрта пушар сигнализацийӗ тата хӑрушлӑх пирки пӗлтерекен тытӑм юсавсӑр иккен. Проекта пӑхӑнмасӑрах планировкӑна ылмаштарнӑ. Шупашкарти «Мега Молл» суту-илӳпе кану центрӗнче пушара шывпа автомат мелпе сӳнтермелли тытӑма насуссемпе ҫыхӑнтарман, 1-4-мӗш хутсенче тӗтӗме сирмелли тытӑм ӗҫлемен.
«Хальлӗхе тӗрӗсленисенчен Канашри «Империал» суту-илӳ центрӗ ҫеҫ йӗркене пӑхӑнса ӗҫлет», — тенӗ Станислав Антонов.