Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кӳршӗре: Чӗмпӗре чи ҫывӑх чӑваш ялӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Agabazar 11.04.2018 10:16 | 6723 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Кӳршӗре

Солнце ялӗнче Газ кӗртнине уявлани.

Чӗмпӗр хулине чи ҫывӑхра вырнаҫнӑ чӑваш ялӗ тесен, нумайӑшне асӑнма пулать. Вӗсенчен хӑшӗсем Чӗмпӗр хула тӑрӑхӗн территорийӗчех вырнаҫнӑ. Акӑ Аэропорт ҫывӑхӗнчи Баратаевкӑнах илер. Унта пурнакансенчен 32% — чӑвашсем. Ҫав тӑрӑхри Новосельдинскире — 29%, Кротовкӑра — 37%, Каменкӑра — 64%, Лаишевкӑра — 28%. Тата ытти те.

Ҫапах та кунашкал тӗслӗхсене чӑн-чӑн чӑваш ялӗсем теме иртерех-ха. Мӗншӗн тесен юлашки 50 ҫул хушшинче ҫеҫ ҫакнашкал лару-тӑру йӗркеленнӗ.

Солнце ялӗнче газ кӗртнине уявлани. Малти курӑмра — Владислав Третьяк, легендарлӑ хоккеист.

Ман шутпа, Чӗмпӗре чи ҫывӑх чӑваш ялӗсем тесе Чӑнлӑ районӗнчи "Сахалин" тата "Солнце" текеннисене асӑнма пулать. Вӗсене 1920-мӗш ҫулсенче Анатри Тимӗрҫен чӑвашӗсем никӗсленӗ. 2010-мӗш ҫул тӗлне "Сахалин" текеннинче пӗр ҫын ҫеҫ пурӑннӑ. "Солнце" текеннинче вара пурнакансем чылайӑнах-ха. Пурте тенӗ пекех чӑвашсемех.

Газ кӗртнипе сыхӑннӑ уяври самант.

2014-мӗш султа Солнце ялне газ пӑрӑхӗсем ҫитернӗ. Ҫав ятпа пулнӑ чаплӑ уява Владислав Третьяк та хутшӑннӑ.

Ҫапла вара Солнце ялӗн пуласлӑхӗ пур теме пулать. Ку яла Солнце терӗмӗр-ха та, анчах та унӑн вырӑнти чӑвашсем панӑ урӑхла ятарлӑ ят та пулма пултарать. Анчах та ку ыйтава халлӗхе тӗппипех тӗпчесе ҫитереймен. Тен, вулакансем пулашӗҫ.

Чӑнлӑ районӗн картти. Солнце тата Сахалин ялӗсем унта чӑн аялти хӗрринче вырнаҫнӑ. Аслӑ Накаткин ялӗнчен (райцентртан) пӗр 10 ҫухрӑма яхӑн кӑнтӑралла, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫнелле.

Чӗмпӗр миҫе ҫухрӑм тесен, интернетри навигатор 32 километр кӑтартать. Анчах та ку хула варрине ҫитиччен тата ҫул кукӑр-макӑрӗсене шута илсен. Тӳррӗн тата аэропорт патӗнчи хӗресленӳ патне ҫитиччен 20 ҫухрӑм тӗлнелле пулма кирлӗ.

Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнчи Сахалин ялӗнче ҫуралнӑ Иван Моисеевич Кирпичников аса илнинчен:

Эпӗ 1932 ҫулхи сентябрӗн 13-мӗшӗнче Пухтел районӗнчи (халӗ Чӑнлӑ районӗ) Сахалин поселокӗнче колхозниксен ҫемйинче ҫут тӗнчене килнӗ. Пирӗн ҫемье кунта Анат Тимӗрҫен ялӗнчен 1928 ҫулта куҫнӑ. Пӗр ялсем 18 ҫемье, 91 ҫын пурӑннӑ. Едоки тенӗ вӗсене вӑл вӑхӑтра.Ачисем Анат Тимӗрҫен шкулӗнче вӗреннӗ. Ҫав хушӑра тӑванӗсем патӗнче пурӑннӑ. 1936 ҫулта пирӗн ҫемье хӑйӗн тӑван ялне таврӑннӑ.

(Ку асаилеве Чӗмпӗрти "Канаш" хаҫатран илнӗ — Романова, Александра. ТАВРАПӖЛӲ ӖҪНЕ ТУРТӐНАКАН ШУРСУХАЛ. Интервью. — Чӗмпӗрти "Канаш" хаҫат. 1464-МӖШ (2018.03.16) КӐЛАРӐМ).

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#Анатри Тимӗрҫен, #Чӗмпӗр облаҫӗ, #кӳршӗре, #Сахалин, #Солнце, #Чӗмпӗр, #чӑвашсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем