Тутарстанри Ҫыранҫи Чаллӑ хулинче ӗҫленӗ прокурора Чӑваш Енӗн прокурорӗн пӗрремӗш ҫумне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва РФ генпрокурорӗ ӗнер алӑ пуснӑ.
Иртнӗ ҫулхи нарӑс уйӑхӗнченпе пушӑ пулнӑ ҫак должноҫ. Чӑваш Енӗн надзор органӗнчи самай ҫӳллӗ пукан тивӗҫлӗ канури Виталий Щетинкин ӗҫрен кайнӑ хыҫҫӑн пушаннӑччӗ.
Малашне пирӗн республикӑри прокурор ҫумӗ пулса Александр Евграфов тӑрӑшӗ. Александр Евграфов 1966 ҫулта Тутарстанри Аксу районӗнче ҫуралнӑ. Хусанти патшалӑх университетӗнче «юриспруденци» специальноҫа алла илнӗ. Ӗҫ биографине Тутарстанри прокуратура тытӑмӗнче пуҫланӑ. Тӗпчевҫӗрен пуҫласа прокурора ҫитнӗ. 2006—2008 ҫулсенче вӑл Архангельск облаҫӗнче прркурор ҫумӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче Ҫыранҫи Чуллӑ прокурорӗнче ӗҫленӗ. Унта вӑл 10 ҫул тӑрӑшнӑ.
Agabazar // 1886.30.2222
2018.04.13 20:01 | |
Чăваш е чăваш мар? | |
Agabazar // 1886.30.2222
2018.04.13 23:15 | |
Тутартсанти Аксу районĕнчи Тури Паланнă (Верхняя Баланда) ялĕнче çуралнă тенĕ. Ку — вырăс ялĕ. Чăваш ялĕ мар. |