Мексикӑра «Baluarte» (чӑв. «бастион, тӗревлӗх») ятлӑ кӗпере уҫнӑ. Мексика никама та пӑхӑнма пӑрахни 200 ҫул ҫитнине халалланӑ чаплӑ та савӑнӑҫлӑ мероприятие патшалӑх президенчӗ Фелипе Кальдерон та хутшӑннӑ. Ҫапла май Америка континентӗнчи чи ҫӳллӗ кӗпере хута ячӗҫ. «Ку проект Мексикӑн ҫурҫӗр енчи халӑха пӗрлештерӗ», — тенӗ хӑй сӑмахӗнче Мексика президенчӗ.
«Baluarte» Ҫиналупа (выр. Синалоа) Туранкӑ (выр. Дуранго) штачӗсене ҫыхӑнтарӗ, ун ҫӳллӗшӗ 403 метрпа, тӑршшӗ 1124 метрпа танлашӗ. Танлаштарас тесен, ун айӗнче Эйхвӗл турулӗ те ним мар вырнаҫайрать. Малашне ку кӗпер Атлантикӑпа Лӑпкӑ океансене ҫыхӑнтарма пултарӗ, унашкал ҫула тума планласа та хунӑ. Хальхи вӑхӑтра вара, вырӑнти влаҫ ҫыннисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӗпере хута яни Лӑпкӑ океан хӗрринче вырнаҫнӑ Маcатлан (Mazatlan) хулинчен Туранкӑ штатӑн тӗп хулине ҫитес вӑхӑта 6 сехете таран чакарать. Ҫапла май хӑвартрах ҫитме май пур.
Чи ҫӳллӗ кӗперсене илес пулсан ҫаксене асӑнса хӑварас пулать: Китайри Si Du River Bridge (ҫӳллӗшӗ 472 м.), Францири Милло (Мийо) виадук (ҫӳллӗшӗ 343 м.), Колорадо штатӗнче Royal Gorge Bridge (ҫӳллӗшӗ 321 м., машинсем ҫӳремеҫҫӗ). Ытти паллӑ кӗперсен ҫӳллӗшӗ: Сан-Францискӑри «Ылтӑн хапха» — 67 м. (тӗревсен ҫӳллӗшӗ 230 м.), Европӑпа Азине ҫыхӑнтаракан Босфор кӗперӗ — 64 м. Шупашкарти чи ҫӳллӗ кӗпер — Трусиха шывӗ урлӑ хывнӑ Гагарин кӗперӗ.