Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Иван Яковлева Чӑваш Енӗн экс-президенчӗ сума сунӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 25.04.2018 18:55 | 2157 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Паян пӗтӗм чӑваш тӗнчи тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа тӗрлӗ мероприяти ирттерет. Асла вӗрентекенӗмӗрӗн Шупашкарти палӑкӗ патӗнче «Анлӑн янӑра, чӑваш чӗлхи!» флешмоб иртнӗ, Шупашкарти оперӑпа балет театрӗнче вара ҫак ятпа савӑнӑҫлӑ уява пуҫтарӑннӑ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитнӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗсенчи хастар йӑхташӑмӑрсем те ҫак куна асра тытса тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ. Шупашкара та, сӑмах май, тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ.

Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ, халӗ Раҫҫейӗн Федераци Канашӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшакан Николай Федоров Мускаври Ваганьково ҫӑви ҫинчи Иван Яковлевӑн вил тӑпри ҫине чечек ҫыххи хунӑ.

#театрсем, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #уявсем, #астӑвӑм, #культура, #митингсем, #Мускав

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Виттус // 2165.38.2530
2018.04.26 07:36
Пирӗн аслӑ тӳре питӗ тӗрӗс тунӑ. Хисепленӗшӗн - хисеп!
Agabazar // 1550.38.9738
2018.04.26 11:43
Agabazar
И.Я.Яковлев пирки "ҫырулӑх парнеленӗ" тени тӗрӗс мар. Чӑвашсен ҫырулахӗ Яковлевчченех пулнӑ.
Станислав Убасси // 3000.76.3861
2018.04.26 15:55
Мӗншӗн Чăваш Метрополийĕ ниепле те палăртмарĕ Иван Яковлев 170 çул тултарнине? Тен, йăнăшатăп? Анчах та нимĕн те тупаймарăм...
Тимлĕ вулакан // 1514.63.7333
2018.04.27 22:44
Куртăр-и, лентине вырăсла çырнă? Чăваш аслă тÿрине чăвашла çырнă пулсан ытларах килĕшмелле пек те. Е русификатор русификатора сума сунă?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем