Юлашки вӑхӑтра «Чӑвашавтотранс» пирки нумай калаҫрӗҫ. Предприяти ӗҫӗ-хӗлӗ чарӑнса ларнӑ, вӑл панкрута тухнӑ.
«Чӑвашавтотрансӑн» арестленӗ ҫуртне аукционра сутма лартнӑ. Лотӑн малтанхи хакӗ – 89,7 миллион тенкӗ.
Объект лаптӑкӗ – 2817,9 тӑваткал метр. Вӑл Шупашкарти Гагарин урамӗнчи 20-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Пилӗк хутлӑ ҫуртӑн кадастр номерӗ -21:01:020502:273.
Аса илтерер: «Чӑвашавтотранс» кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче панкрута тухнӑ.
Тимĕр Акташ // 5699.9.0530
2018.05.10 15:06 | |
Тахçан сутма кирлĕччĕ. Экономийĕ кирлех. |