Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Виҫӗ тенор» концерчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
aleftina 15.01.2012 20:21 | 1796 хут пӑхнӑ

Опера арийӗсем, Бродвей тата Голливуд кӗввисем, халӑх юррисем… Пӗр каҫлӑха Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ юрӑ-кӗвӗ тӗнчине путрӗ. Кунта виҫӗ тенор гала-концерчӗ иртрӗ. Сцена ҫинче Давид Гвинианидзе, Георг Эннарис тата Алехандро Олмедо юрларӗҫ. Вӗсем Шупашкара пӗрремӗш хут килнӗ. Пурне те килӗшекен опера арийӗсене, неополитансен юррисене, Бродвейпа Голливуд кӗввисемпе Латинла Америка юррисене, тӗрлӗ халӑхсен кӗввисене шӑрантарчӗҫ. Ҫак концертӑн премьери Мускавра, Пӗтӗм тӗнчери музыка ҫуртӗнче пулнӑ, ун хыҫҫӑн Европа тата Америка ҫӗршывӗсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ. Давид Гвинианидзе «Тӗнче ӑстисем» (выр. «Таланты мира») фондӑн президенчӗ, маларах вӑл Мускаври Ҫӗнӗ Опера театрӗнче тата «Геликон-Опера» солисчӗ пулнӑ. Ҫак фонда вӑл 9 ҫул каялла пуҫарнӑ, халӗ организаци пӗтӗм тӗнчери чи пултаруллӑ 200 ытла вокалистпа музыканта пӗрлештерсе тӑрать. Алехандро Олмедо Плосидо Доминго паллӑ тенор патӗнче юрлама вӗреннӗ. Нью-Йоркри «Метрополитен-оперӑн» ертсе пыракан юрӑҫи пулнӑ. Георг Эннарис маларах Кореяпа Япун опера театрӗсенче юрланӑ, Пысӑк театрӑн солисчӗ пулнӑ. Юлашки ҫулсенче Кӑнтӑр Америкӑра пурӑннӑ, Аргентина, Бразили тата Пӑраквай сценисем ҫинче унӑн сасси янӑранӑ. «Виҫӗ тенора» паян пӗтӗм тӗнче итлет. Шупашкар хыҫҫӑн вӗсем Хусанта, Ӗпхӳре тата Раҫҫейри ытти хуласенче те пулӗҫ. Пирӗн хулана тепре килсен чӑваш юррисене те юрлама сӑмах пачӗҫ.

#юрӑсем, #Чӑваш патшалӑх академи драма театр, #театрсем, #Шупашкар, #концертсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем