Шупашкарти ресторансенчен пӗринче иртнӗ туя кайса персе аннӑ хӗрарӑма апатлану предприятийӗн ҫур миллиона яхӑн тенкӗ тӳлемеллине маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмахлӑ ӗҫ-пуҫ ЧР Аслӑ сучӗн экс-судйипе ҫыхӑннӑччӗ.
Юлташӗсен мӑнукӗн туйне кайнӑскер ресторан картлашки ҫинче ӳксе пуҫ мимине чӗтретнӗ, аллине хуҫнӑ. Шупашкарти Мускав район сучӗ хӗрарӑм ыйтнине тивӗҫтерсе кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн ресторантан 300 пин, тӑкака кӑмӑлпа саплаштарман тесе 150 пин тенкӗ штраф шыраса илмелле тунӑччӗ.
Пӗрремӗш инстанцири йышӑнупа килӗшмесӗр ресторан ЧР Аслӑ судне ҫитнӗччӗ, ака уйӑхӗн 11-мӗшенче лару иртнӗччӗ. Анчах унти тӳресем ӗҫе пӑхса тухма килӗшменччӗ. Ҫапла ку ӗҫе урӑх суд тишкерессине эпир ун чухнех хыпарланӑччӗ. Тавлашуллӑ ыйтӑва Тутарстанри тӳресен коллегийӗ тишкерӗ.