Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Пӑтӑрмахсем: Михаил Игнатьев ывӑлӗ ҫапӑҫакансене чарма пикеннӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вика Сорокина 14.05.2018 18:33 | 1603 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
Иван Игнатьев амӑшӗпе тата ашшӗпе
Иван Игнатьев амӑшӗпе тата ашшӗпе

Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн ывӑлӗ тата Чӑваш Енрен Федераци Канашӗн сенаторне суйланнӑ Вадим Николаевӑн ывӑлӗ пӑтӑрмаха ҫакланнах-ши тесе хӑй вӑхӑтӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ те ҫырнӑччӗ. Аса илтерер, пӑтӑрмах ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине Шупашкарти «Чӑвашгражданпроект» ҫурчӗ умӗнче пулса иртнӗ. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи кӑларӑмра ҫырнӑ тӑрӑх, унта 20-ри тата 17-ри икӗ каччӑ 15-ри виҫӗ каччӑпа хирӗҫнине палӑртнӑччӗ.

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство пайташӗсемпе ирттернӗ планеркӑра ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи пӑтӑрмах пирки те калаҫу пулнӑ. Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Чӑваш Республикин шалти ӗҫсен министрӗн ҫумӗ Леонид Вакс ҫапла пӗлтернӗ: «Ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче каҫхине 10 сехет те 15 минутра Оперӑпа балет театрӗ ҫывӑхӗнче 15-17 ҫулхи шӑпӑрлансем хушшинче хирӗҫӳ ҫуралнӑ. Тӑватӑ ача пӗрне-пӗри ӑнланмасӑр тавлашма пуҫланӑ. Ҫакна Игнатьев Иван Михайлович асӑрханӑ та, тӳрех чарма пикеннӗ, Чӑваш Республикинчи Шалти ӗҫсен министерствине хыпарланӑ».

МИХсем «айӑплисене» палӑртма ӗлкӗрнине вара министр ҫумӗ дознани органӗсене витӗм кӳме тӑни тесе хакланӑ. Пуҫиле ӗҫ пулмӗ, мӗншӗн тесен сӑмах ҫул ҫитмен ҫамрӑксем пирки пырать.

#ШӗМ, #ларусем, #пӑтӑрмахсем, #Шупашкар, #ҫамрӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2899.12.5768
2018.05.14 19:19
Agabazar
Дознание — Умйĕрлĕм.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем