Шупашкарӑн Мускав районӗнчи Атӑл хӗрри юлашки вӑхӑтра хитреленсех пырать. Унта анса-хӑпармалли вырӑнсене пӗлтӗрех хитрелетнӗччӗ-ха, ҫыран хӗрринче канмалли вырӑнсем те хула ҫыннисемпе хӑнисем валли меллӗ. Велосипедпа ярӑнакансен кӑмӑлне те Шупашкарта шута илме тӑрӑшаҫҫӗ.
Ӗнер хулари тӳре-шара, Шупашкар хӑтлӑхӗшӗн яваплӑ специалистсем вырӑна тухса канашлу ирттернӗ.
Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, канашлура сӳтсе явнӑ тӗп ыйту — велосипедистсен ҫулне куҫарса ун вырӑнне ролик конькипе ярӑнакансем валли ҫул туса парасси.
Ҫак темӑна кун йӗркине кӗртнине мэринче хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ хушнипе сӑлтавлаҫҫӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ вара ҫапла тума хула ҫыннисем ыйтнине пӗлтернӗ.